Ăнлантару çырăвĕ



Дата02.05.2016
өлшемі285.65 Kb.
Ăнлантару çырăвĕ

Ку программăна И. А. Андреев профессор çырнă патшалăх стандарчĕпе ( Пуçламăш пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхи. Патшалăх стандарчĕ.) тата программăпа ( Пуçламăш шкул программи 1-4 классем валли.) усă курса çырнă.

Тăван чĕлхе программи виçĕ пайран тăрать: 1) вулама-çырма вĕрентесси, класри тата класс тулашĕнчи вулав çине таянса пуплеве аталантарасси; 2) вулавпа çыхăнуллă пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкĕрме вĕрентесси.Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.Çапла вара, тăван сăмахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тÿррĕнех çыхăнмалла, ачасене ăнланса вулама, тăнлама, çыхăнуллă калаçма, çырма вĕрентсе çитермелле. Çавăнпа пĕрлех чĕлхе ăслăлăхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллаштармалла, сăмах йышне пуянлатмалла, харпăр хăйĕн тата юлташĕн пуплевне сăнама, чĕлхе илемне туйма- чухлама вĕрентмелле. Пĕтĕм халăх усă куракан литература чĕлхин сасă тытăмне, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕсемпе паллаштарнă хушăрах вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене курма та вĕрентмелле.

Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене ( тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине ) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух пуçламăш шкул çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:

- Вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине ăнланмалла;

- вĕсен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлавĕпе асне, асăмлас хевтине аталантармалла;

- вĕренÿ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене « алла илме» май памалла; вĕренÿ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ăçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

- тăрăшÿллă та тимлĕ вĕренме, пĕлÿпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.

Çулталăкра 136 сехет, эрнене 4 сехет.

Вĕсенчен тĕрĕслев ĕçĕсем – 8 сехет.

Изложени çырасси – 3 сехет.

Сочинени çырасси – 2 сехет.

Çырса илни – 2 сехет.

Ăслайлăх кĕнекисем:

Чăваш чĕлхи. 2 класс. Л. П. Сергеев, Т. В. Артемьева. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2003 ç.

Тăван сăмах. 2 класс. Т. В. Артемьева, О. И. печников. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2003 ç

2 класс пĕтерекен ачасен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем:

2 класран вĕренсе тухнă тĕле ачасем алфавитри сас паллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿни- ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлмелле.

Вĕренекенсем çак ăслайсене хăхмалла:

- 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

-25-30 сăмахлă текста итленипе ( диктант) çырма;

-сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

-çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене тĕрĕс çырма;

- çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма;

-сăмахсен сасă тытăмне тишкĕрме;

- япалана, унăн ĕçĕсене, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйту лартса тупма;

- предложенин тĕп членĕсене –подлежащипе сказуемăя – тупма;

- ыйтусем тăрăх ансат предложни членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

- предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

- 30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; пĕрлĕхлĕ шухăшлă 2-3 предложени тума, вĕсене çырма.





Тĕрĕслев ĕçĕсен шучĕ

1 чĕрĕк

2 чĕрĕк

3 чĕрĕк

4 чĕрĕк

çулталăкра



















Диктантсем ( грамматика ĕçĕсемпе те )

2

2

2

2

8

Çырса илни




1




1

2

Изложени







1

2

3

Сочинени

1




1




2

Пĕтĕмпе


















Шкул ачисен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене хакласси

Сăмахпа каласа хуравланине хакламалли виçесем

«5» паллă виçи: а) ача вĕренннĕ материала пĕтĕмпех ăнланать, туллин каласа парать; ă) каланине кĕнекери тĕслĕхсемпе çеç мар, хăй тупнисемпе те çирĕплетме пултарсан; б) материала йĕркипе, çыхăнуллă, литература чĕлхин нормисене пăхăнса каласа парать.

«4» паллă виçи: ача «5» паллă хаклавĕн материалне пĕтĕмĕшле пĕлме тивĕç, учитель асăрхаттарнă йăнăша хăй тĕллĕн тÿрлетме пултармалла. Шухăш йĕркине 1-2 çĕрте, литература нормине 1-2 тĕлте пăсма юрать.

«3» паллă виçи: ача вĕреннĕ тема материалне туллин уçса параймасть, правилăсене тĕрĕс калаймасть, каланине хăй тĕслĕхĕсемпе çирĕплетейместь, çыхăнуллă калаймасть, пуплев йăнăшĕсем 3-4 çитме пултараççĕ.

«2»паллă виçи: ача вĕреннĕ материалăн чылай пайне пĕлмест, правилăсене тĕслĕхсемпе çирĕплетеймест, пăтраштарса, çыхăнусăр калать, материала пачах пĕлменни туйăнать пулсан.
Вĕренекенсен çыру ĕçне хакласси

Çырса илни ( пăхса çырни )
Çырса илме паракан текст калапăшĕ V класра 40-50 сăмахран, VI класра 50-70 сăмахран иртмелле мар.

Çырса илнине хакламалли виçесем:

«5» паллă ĕçе тирпейлĕ, йăнăшсăр, тĕрĕс пурнăçланă пулсан лартмалла;

«4» паллă грамматика ĕçне пурнăçланă чухне 1-2 йăнăш янă пулсан лартмалла;

«3» паллă лартнă ĕçре 3-4 йăнăшран ытла пулмалла мар;

«2» паллă лартмалли ĕçре йăнăш 5-рен пуçласа 9-а çитме пултарать.



Çырса хуравланине хакласси
V класра ыйту пама юрать ( енчен те ача кашни ыйтăва 4-6 сăмахран тăракан предложенипе хуравлать пулсан); VI-VII классенче – 10-12 ыйту ( кашни ыйтăва 5-7 сăмахран тăракан предложенипе хуравласан).

Çырса хуравланă ĕçсене хакланă чухне çакна шута илмелле:

а)хуравсем тулли, тĕрĕс, çыпăçуллă пулни;

ă) чĕлхене пĕлни;

б) орфографипе пунктуации хăнăхăвĕ.

Ĕçе пур енлĕн тишкĕрсе пĕр паллăпа хакламалла:

«5» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă ( хуравра 1 пуплев , 1 орфографи йăнăшĕ пулма пултарать).

«4» паллă – пур ыйтăва та тĕрĕс хуравланă, анчах та ĕçре 3 орфографи йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ е пĕр-икĕ хуравра 2-3 пуплев йăнăшĕ пур.

«3» паллă – ыйтусене хуравлама пултарнă, анчах та 4-5 орфографи йăнăшĕ, 3-4 пунктуаци йăнăшĕ, 4 пуплев йăнăшĕ тĕл пулать.

«2» паллă -- панă ыйтусенчен çуррине хуравлайман, текст содержанийĕнчен аякалла пăрăннă, 6-10 орфографи тата 5-6 пунктуаци йăнăшĕ янă, пуплев йăнăшĕ «3» паллă лартмалли виçерен иртсе кайнă.


Текст хуравĕсене хакласси
0-32 балл – «2»

33-50 балл – «3»

51-70 балл – «4»

71-100 балл – «5»


Диктантсене хакламалли виçесем
Уйрăм классенче тĕрĕслев диктанчĕн калапăшĕ çакăн пек пулма пултарать: V класра 90-100 сăмах, VII класра 110-120 сăмах, VIII класра 120-150 сăмах, IX класра 150-170 сăмах, X сăмах 170- 200 сăмах, XI класра 200-230 сăмах.

Диктанта пĕр паллă лартса хаклаççĕ.

«5» паллă ĕçе йăнăшсăр çырсан, 1 пĕчĕк орфографи йăнăшĕ е 1 пĕчĕк пунктуаци йăнăшĕ пулсан лартмалла.

«4» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 2 тата пунктуаци йăнăшĕ 2; е орфографи йăнăшĕ 1, пунктуаци йăнăшĕ 3; пунктуации йăнăшĕ 4. Пĕр евĕрлĕ орфографи йăнăшĕ 3 пулсан та «4» лартма юрать.

«3» паллă виçи: орфографи йăнăшĕ 4 тата пунктуаци йăнăшĕ 4; е орфографи йăнăшĕ 3, пунктуаци йăнăшĕ 5-е çитсен; е пунктуаци йăнăшĕ 7 çеç пулсан. Йăнăшсен уйрăмлăхĕсене кура орфографи йăнăшĕ 6, пунктуаци йăнăшĕ 6 пулсан та ( вĕсен шутĕнче пĕр пек йăнăшсем 3 пулсан ) диктантшăн «3» лартма пулать.

«2» паллă çакăн чухне лартмалла: орфографи йăнăшĕ 7 таран пулсан тата пунктуаци йăнăшĕ 7-рен иртмесен; е орфографи йăнăшĕ 6, пунктуаци йăнăшĕ 8; е орфографи йăнăшĕ 5, пунктуаци йăнăшĕ 9; е орфографи йăнăшĕ 8, пунктуаци йăнăшĕ 6 пулсан.

Тĕрĕслев ĕçĕ диктантран тата хушса панă ĕçрен тăрать пулсан – ăна икĕ паллăпа хакламалла. Ун пек чух диктант калапăшне 15 сăмах таран кĕскетме юрать.

Хушма грамматика ĕçĕн хаклав виçи:

«5» - ĕçе пĕтĕмпех тĕрĕс тунă;

«4» - ĕçĕн ¾ пайне тĕрĕс тунă;

«3» - ĕçĕн ½ пайне тĕрĕс тунă;

«2» - ĕçĕн çуррине туман.

Тĕрĕслев сăмах диктантне йывăр сăмахсене çырма хăнăхнине тĕрĕслес тĕллевпе ирттереççĕ. Кун пек дикттантри сăмах йышĕ çакăн пек пулма пултарать: V класра 10-15 сăмах, VI класра 15-20 сăмах, VII класра 20-25 сăмах, VIII класра 25-30 сăмах, IX класра 30-35 сăмах, X-XI классенче 35-45 сăмах.

Тĕрĕслев сăмах диктанчĕн хаклавĕ:

«5» - пĕр йăнăш та çук;

«4» - 1-2 йăнăш;

«3» - 3-4 йăнăш;

«2» - 5-7 йăнăш таран.

Вĕрентсе çыртарнă ĕçсене хакланă чухне нормăна чакарма юрать.

Сочиненисемпе изложенисене хакламалли виçесем

Изложени валли ăс-пуçа аталантарас, кăмăл-сипете çирĕплетес енчен лайăх текст илмелле. Калапăшĕ вăтамран çакăн пек пулмалла: V клара 95-130 сăмах, VI класра – 130-180, VII класра – 200-250, VIII класра – 250-350, IX-XI классенче –400-450.

Класра çырнă сочинени калапăшĕ вăтамран çакăн чухлĕ пулмалла: 5-6 классенче – 0,5-1 страница, 7-8 классенче – 1,0-2,0 страница, 9 класра – 2,0-2,5 страница, 10 класра – 2,5-3,5 страница, 11 класра – 3,5-6 страница.

Хаклав палли

Мĕн шута илмелле







Содержанипе чĕлхе пуянлăхĕ

Тĕрĕс çырма пĕлни


«5» паллă

Çырса пани темăпа килĕшÿллĕ. Тĕп шухăша ăнланса, туллин, пăтраштармасăр çырса кăтартнă, сăмах пĕлтерĕшне пăтраштарман. Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Предложенисене грамматика тĕлĕшĕнчен лайăх йĕркеленĕ. Стиль енчен килĕшÿллĕ çырнă. Сочинении содержанийĕнче, пуплевре пĕрер çитменлĕх пулма пултарать.

1 орфографи йăнăшĕ; (е 1 пунктуаци йăнăшĕ; е 1 грамматика йăнăшĕ).


«4» паллă

Пĕтĕмĕшпе илсен содержании темăпа килĕшÿллĕ, анчах кăшт унран пăрăнни пур. Çырни, тĕпрен илсен, тĕрĕс, анчах уйрăм çĕрте фактсене пăснă. Шухăш татăлни тĕл пулать. Сăмах йышĕ çителĕклĕ. Пĕр стильпе çырнă, чĕлхи илемлĕ. Содержанире 2, пуплевре 3-4 çитменлĕх пулма пултарать.

2 орфографи йăнăшĕпе 2 пунктуаци йăнăшĕ;

(е 1 орфографи йăнăшĕпе 3 пунктуаци йăнăшĕ; е 4 пунктуаци йăнăшĕпе 2 грамматика йăнăшĕ).




«3» паллă

Ĕçе темăран чылай пăрăнса çырнă. Тĕп шухăшсене каласа панă, анчахтĕрĕсех мар фактсем пур.Йĕркеллех, çыхăнуллах çырман. Сăмах йышĕ чухăнрах, шухăша тивĕçлине суйласа илмен, пĕр пек предложенисемпе усă курнă. Стиль тикĕслĕхĕ çук, илемлех çырман.Ĕçре содержании енчен 4 çитменлĕх, пуплев енчен 5 çитменлĕх пур.

4 орфографи йăнăшĕпе 4 пунктуаци йăнăшĕ; (е 3 орфографи йанăшĕпе 5 пунктуаци йăнăшĕ; е 7 пунктуаци йăнăшĕпе 4 грамматика йăнăшĕ).


«2» паллă

Ĕçре темăна уçса паман. Содержанире тĕрĕс мар вырăн чылай. Шухăш çыхăнулăхĕ çук, план тăрăх çырман. Стиль пĕр пек мар. Содержанипе пуплевре 6-7 çитменлĕх пур.

7 орфографи йăнăшĕпе 7 пунктуаци йăнăшĕ; ( е 6 орфографи йăнăшĕпе 8 пунктуаци йăнăшĕ; е 5 орфографи йăнăшĕпе 9 пунктуаци йăнăшĕ).












Урок №

Урок теми

Сехет шучĕ

Урок тĕсĕ

Чĕлхене ансат тишкĕресси, терминсемпе усӑ курасси

Вĕренупе методика пособийĕсем (хушма литература)

Киле валли ĕç

Календ.

тапхӑрĕ

1

2

3

4

5

6

7

8

1-2

1-мӗш класра вӗреннине аса илни. Предложение, сӑмах, сасӑ, сас палли.

2

Вӗреннине аса илни.

Сас паллисен ячĕсем тата йӗрки.

ЧЧ, 3-9 стр.

1.ДТП, 10 стр

2.ДТП, 12 стр.сӑмахсене алфавит йӗркипе ҫырасси.


5 х. с.4

10х с.6




3

Сасӑ тата сас палли. Алфавит.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Пӗр-пӗр сас паллипе пуҫланакан сӑмахсене слоарьте шыраса тупма вӗрентесси. Сӑмахсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарма хӑнӑхтарасси.

1.ЧЧ, 10-13 стр.

2.ӖТ, 1 стр. Н.Ыдарай. алфавит- асӑма вит. Ш.,1998



31 х с.13



4

Уçӑ сасӑсемпе хупӑ сасӑсем

1

Вӗреннине аса илни

Уҫӑ тата хупӑ сасӑсем.

1.ЧЧ, 13-15 стр.

2.ЭП


3.ӖТ, 2-3 стр.

40 х. с.15



5

Хытӑ уҫӑ сасӑсемпе ҫемҫе уҫӑ сасӑсем.

1

Вӗреннине аса илни.

Хытӑ тата ҫемҫе сасӑсем

1.ЧЧ,16-17 стр.

2.ӖТ, 4 стр

3. ЭПТ.В.Артемьева , Г.В.Трофимов. пӗчӗккисен кӗнеки. Хрестомати. Ш.,2006 (33 стр: А.Хум. «Анне кули»-астуса ҫырни


47 х с.17



6

Хытӑ хупӑ сасӑсемпе ҫемҫе сасӑсем.

1

Вӗреннине аса илни.

Хытӑ тата çемҫе сасӑсем

1.ЧЧ, 18-22 стр

2.З.Е.Ананьева. Чӑваш чӗлхине тӑван маар чӗлхе пек вӗрентмелли хӑнӑхтарусем. Ш.,2007, 18 стр, 3-7 ӗҫсем

3.ӖТ, 5 стр

4. ЭП.


63 х с.22



7

Сывлӑх сунасси. Сывпуллашасси.

1

Пуплев урокӗ.



ЧЧ, 23-26 стр

69 х . с.26



8

Хытӑ уҫӑ сасӑллӑ сӑмахсенче ҫемҫелӗх палли (ь) ҫырасси.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Хытӑ уҫӑ сасӑллӑ сӑмахсенче ҫемҫелӗх палли ҫырса палӑртасси

1.ЧЧ 27-31 стр

2.ЭП


3.ӖТ, 6 стр.

4. ОПТ, 15-16 стр.





86 х с.31



9

Диктант: «Пирӗн асатте»

1

Тӗрӗслев урокӗ



ДТП, 15 стр.





10

Уйӑракан ҫемҫелӗх палли (ь) ҫырасси.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Уйӑракан ҫемҫелӗх палли (ь) ҫырасси.

1.ЧЧ, 32-33 СТР

2.ЭП


3.ДТП,15 стр. (сӑмах диктанчӗ)

4 .ӖТ, 7 стр



92 х.

с.33




11

Вӑрӑм хупӑ сасса икӗ пӗр пек сас палли ҫырса палӑртни.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Вӑрӑм хупӑ сасса икӗ пӗр пек саспаллипе палӑртасси

1.ЧЧ, 33-36 стр.

2.ЭП


3.ДТП, 17 стр.

4.ӖТ, 8 стр.

5.ОПТ, 4-6 стр


99 х с.35

104 х с36





12

Сочинени «Пирӗн кил-йыш».



Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.









13

Тӑван-хурӑнташлӑх сӑмахӗсем.

1

Пуплев урокӗ.

Тӑван-хурӑнташлӑх сӑмахӗсене пӗлесси

1.ЧЧ, 37-42 стр. «Ытарайми сӑмахсем» сӑвва (37 стр) пӑхмасӑр калама вӗренесси.

2. Анне ҫинчен сӑвӑ ҫырса пӑхасси. «Пӗчӗккисен кӗнеки» (атте-анне ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем тупса вулама)



1ю5 х. с37



14

Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ хӑш-пӗр сӑмахсене ҫырасси.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑс чӗлхинчи пекех ҫырасси.

1.ЧЧ, 39-42 стр

2.ЭП


3.ДТП,18 стр.

4.ӖТ,9 стр.

5.ОПТ,9-10 стр.


113 х с.41



15

Орфографии словарӗ.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Пӗр-пӗр саспаллипе пуҫланакан сӑмахсене слоарьте шыраса тупма вӗрентесси.

1.ЧЧ,43,-45 стр, 181-186 стр. (орфогр. словарӗ)

2.ОПТ, 39-47 стр, орфографии словарӗпе ӗҫлесси.



121 х с.44



16

Сӑмах сыпӑкӗ. Диктант. «Шупашкар»

1

Вӗреннине аса илни.



1.ЧЧ,48-50 стр.

2.ЭП


3.ДТП,18 стр.

4.ӖТ,10 стр.



131 х, 132 х с.48



17

Сӑмахсене пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене куҫарасси.

1

Вӗреннине аса илни.

Сӑмахсене пӗр йӗркерен тепӗр йӗркене куҫарасси.

1.ЧЧ,48-50 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,11 стр.

4.ОПТ,6-8 стр.



140 х с.50



18

Ыйтусене хуравласа ӳкрчӗк тӑрӑх калав ҫырасси. Текст.

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ. Пуплев урокӗ.



ЧЧ, 44-45 стр,

121 хӑн.


1.ЧЧ,51-54 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,12 стр.

151 х с.54



19

Сӑмах. Япала ячӗ. Кам? мӗн? ыйтуллӑ сӑмахсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Япала ячӗсене кам? тата мӗн? ыйтусем тӑрӑх тупасси.

1.ЧЧ,55-59 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,13 стр.

164 х с.60



20

Кам? мӗн? ыйтуллӑ сӑмахсем.

1

Вӗреннине аса илни.

1.ЧЧ,60-63стр

2.ЭП


3.ӖТ,14 стр.

174 х с.63



21

Пӗр япалана пӗлтерекен сӑмахсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Пӗр япала е нумаййине пӗлтерекен сӑмахсене уйӑрма пӗлесси.

1.ЧЧ,63-65 стр.

2.ЭП


3.ӖТ, 15 стр.

180 х. с.66



22

Япала нумаййине пӗлтерекен сӑмахсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,66-68 СТР. 2.ЭП

3.ӖТ,15 стр.



187 х с.68



23

Çын ячӗсене, хушамачӗсене, ашшӗ ячӗсене пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫырасси.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Çын ячӗсене, хушамачӗсене, ашшӗ ячӗсене, выльӑх-чӗрлӗх ячӗсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячӗсене пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫырасси.

1.ЧЧ,69-70 СТР.

2.ЭП


3.ӖТ,16 СТР.

4.ОПТ,12-13 СТР.



191 х с.70



24

Паллашу сӑмахсем.

1

Пуплев урокӗ.

ЧЧ, 70-72 стр.

194 х с.72



25

Выльӑх-чӗрлӗх ячӗсене пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫырасси

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,72-76 стр.

2.ЭП


3.ДПТ,25 стр. (астуса ҫырни)

4.ӖТ,17 стр..



204 х с.76



26

Хула, ял, урам, юхан шыв ячӗсене пысӑк сас паллинчен пуҫласа ҫырасси.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,76-81 стр.

2.ЭП


3.ДТП,26 стр.(суйлав е сӑмах диктанчӗ),

4.ӖТ,18 стр.

5.ОПТ,13 стр.


214 х с.80



27

Пӗлтерӳ ҫырасси.

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.



ЧЧ,81-84 стр.

221 х с.83



28

Диктант. «Юман»

1

Тӗрӗслев урокӗ



ДТП,31 стр





29-32

Глагол. Мӗн тӑвать? мӗн тӑваҫҫӗ? ыйтури глаголсем.

4

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Мӗн тӑвать? мӗн тӑваҫҫӗ? ыйтусем тӑрӑх глаголсем тупасси

1.ЧЧ,85-94 стр.

2.ЭП


3.ДТП,29 стр.(ӑслав диктанчӗ),

4.ДТП, 28 стр.(сӑмах диктанчӗ),

5.ӖТ,19-20 стр.


230 х с.87

234 х.с.88 240 х с.91

249 х с.94




33-35

Мӗн турӗ? мӗн турӗҫ? ыйтури глаголсем.

3

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,950103 стр.

2.ЭП


3.ДТП,30 стр. (сӑмах диктанчӗ)

4.ДТП,30 стр.(астуса ҫырни),

5.ӖТ,21 стр.


257 х. с.98

260 х с.99

268 х с.102




36

Диктант. «Çӑлтӑрсем чӗнеҫҫӗ»

1

Тӗрӗслев урокӗ



ДТП,31 стр.

270 х. с.102



37-39

Хирӗҫле тата пӗрешкел пӗлтерӗшлӗ глаголсем

3

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Хирӗҫле тата пӗрешкел пӗлтерӗшлӗ глаголсене уйӑрма пӗлесси.

1.ЧЧ,103-113 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,22 стр.

281 х с.107

288 х с.109

296 х с.113




40

Тав тӑвасси.

1

Пуплев урокӗ.



ЧЧ,113-116 стр.

302 х с.116



41

Çырса илни. «Надежда Павлова»

1

Тӗрӗслев урокӗ



ИТП, 55 стр. е ЧЧ, 110 стр, 290 хӑн.





42-43

Паллӑ ячӗ. Япала паллине пӗлтерекен сӑмахсене мӗнле? ыйту лартса тупасси.

2

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Япала паллине пӗлтерекен сӑмахсене мӗнле? ыйту лартса тупасси.

1.ЧЧ,117-122 стр.

2.ЭП


3.ДТП,32 стр (сӑмах диктанчӗ),

4.ӖТ,23 стр.



312 х с.120

315 х с.121





44

Диктант. «Ирхине».

1

Тӗрӗслев урокӗ



ДТП, 35 стр.

316 х с.122



45

Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Тӗсе пӗлтерекен сӑмахсене тупма вӗрентесси.

1.ЧЧ,122-127 стр.

2.ЭП


3.ДТП,33-34 стр (сӑмах диктанчӗ е суйлав диктанчӗ)

4.ӖТ,24 стр.



322 х с.123



46

Изложени «Йытӑпа унӑн мӗлки».

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.



ИТП, 52 стр.

326 х с.125



47

Çынна сӑнлакан сӑмахсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Çынна сӑнлакан сӑмахсене тупма вӗрентесси.

1.ЧЧ,127-128 стр.

2.ЭП,


3.ДТП,33 стр. (астуса ҫырни)

4.ӖТ,25 стр.



333 х с.128



48

Çыру ҫырасси

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.



1.ЧЧ,129-133 стр.

2.ӖТ,25 стр.



341 х с.133



49

Хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (антонимсем)

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ тата пӗрешкел пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсене уйӑрма пӗлесси.

1.ЧЧ,133-135 стр.

2.ЭП


3.ДТП,34 стр.

4.ӖТ,26 стр.



349 х. с.135



50

Пӗрешкел пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (синонимсем)

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,135-139 стр.

2.ЭП


3.ДТП,35 стр. (сӑмах диктанчӗ)

4.ӖТ,27 стр.



359 х с.138



51

Предложени. Пуплеве предложенисем ҫине уйӑрасси

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Пуплеври предложенисене уйӑрасси.

1.ЧЧ,140-144 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,28 стр.

369 х с.143



52

Предложенин тӗп членӗсемпе кӗҫӗн членӗсем.

1

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Предложенин тӗп членӗсемпе кӗҫӗн членӗсене тупма вӗрентесси.

1.ЧЧ,144-147 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,29 стр.

377 х с.145



53

Предложенин тӗп членӗсемпе кӗҫӗн членӗсем.

1

Вӗреннине ҫирӗплетни.

1.ЧЧ,148-149 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,29 стр.

385 х с.149



54-55

Предложени членӗсем хушшинчи ҫыхӑну.

2

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

1.ЧЧ,149-154 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,29 стр.

393 х с.152

400 х с.154





56

Диктант. «Йытӑ ҫури».

1

Тӗрӗслев урокӗ



ДТП,36 стр.





57

Изложени. «Чӗрӗп»

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.



ИТП, 64 стр.





58-60

Калуллӑ, ыйтуллӑ предложенисем. Кӑшкӑруллӑ предложенисем

3

Çӗнӗ темӑна вӗренни.

Калуллӑ, ыйтуллӑ, кӑшкӑруллӑ предложенисене уйӑрма пӗлесси.

1.ЧЧ,155-162 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,30 стр.

408 х с.158

411 х с.159

414 х с.160




61

Çырса илни. «Тӑвайккинче»

1

Тӗрӗслев урокӗ



ИТП, 58 .стр.(подлежащипе сказуемӑя палӑртасси)





62

2-мӗш класра вӗреннине пӗтӗмлетни. Сасӑсемпе сас паллисем, алфавит ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси.

1

Вӗреннине аса илни.

Алфавитри сасапаллисене, вӗ сен пӗлтерӗшӗсене, уҫӑ тата хупӑ сасӑсен уйрӑмлӑхӗсене, сӑмахри уҫӑ сасӑ ҫине пусӑм ӳкни-ӳкменнине, сасӑсем хытӑ тата ҫемҫе пулнине, сӑмахсене пӗр йӗркерен теприне мӗнле куҫармаллине пӗлмелле.

1.ЧЧ,163-165 стр.

2.ЭП


3.ӖТ,31-32 стр.

424 х с.165



63-64

Япала ячӗ, глагол тата паллӑ ячӗ ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси.

2

Вӗреннине аса илни.

1.ЧЧ,165-169 стр.

2.ЭП




436 х с.169

448 х с.174





65

Изложени. «Ташӑ ӑсти».

1

Ӑславлӑ ҫыру урокӗ.

ИТП, 66 стр.





66

Тӗрӗслев диктанчӗ. «Коля»

1

Тӗрӗслев урокӗ

ДТП, 36 стр.





67

Япала ячӗ, глагол тата паллӑ ячӗ ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси.

1

Пӗтӗмлетӳ урокӗ.

1.ЧЧ,170-174 стр.

2.ЭП




452 х с.175



68

Предложени ҫинчен вӗреннине аса илсе пӗтӗмлетесси.

1

Пӗтӗмлетӳ урокӗ.

1.ЧЧ,174-180 стр.

2.ЭП








Каталог: upload -> images -> files
files -> Рефератның тулы исеме 1 Ясемин Демирджи, магистрант
files -> Урок по Новой истории в 8 классе по теме: США в XIX веке: модернизация, отмена рабства и сохранение республики
files -> Коммуникатив компетенция (аралашу осталыгы) формалаштыру. Компетенция
files -> Элективный курс «Абсолютная величина (модуль)»
files -> Техническое задание на выполнение мероприятия
files -> Программа реализуется в рамках образовательной программы мбоу дод «цвр «Тулпар», спортивно-технической направленности
files -> Муниципальный этап всероссийской олимпиады школьников по химии
files -> Ввести в действие с Приказ № от Директор Т. П. Матлина


Достарыңызбен бөлісу:


©netref.ru 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет