Паллǎ ячěсен чǎвашла-вырǎсла словарьне тёвёр



Дата17.05.2020
өлшемі100.26 Kb.

Паллǎ ячěсен чǎвашла-вырǎсла словарьне

словарьне тёвёр



айван -

красивый

ачаш -

шаловливый

ашкǎнчǎк -

наивный

ǎслǎ -

некрасивый

ǎссǎр -

подвижный

вǎйлǎ -

сильный

вǎйсǎр -

молодой

ěçчен -

трудолюбивый

илемлě -

больной

илемсěр -

слабый

йǎрǎ -

низкий

капмар -

ленивый

кахал -

умный

лутра -

раненый

лÿппер -

глупый

наян -

медлительный

суранлǎ -

здоровый

сывлǎхлǎ -

большой

сывмар -

сообразительный

çамрǎк -

нежный

тавçǎруллǎ -

ленивый

1.Чěвěлти чǎваш чěлхи


Хěрлěпе паллǎ тунǎ сǎмахсене куçарупа тÿр килекен сǎмахсем патне паллǎ тунǎ хыççǎн сěтěрсе куçарса лартǎр:

Предложенин тĕп членĕсене тупăр та хĕрлĕ тĕспе паллă тăвăр.

Шкул умĕнче ем-ешĕл çаран выртать. Хурăн тăрринчен тĕл-тĕл сарăхнă çулçăсем вĕлтĕр-вĕлтĕр ÿккелеççĕ. Тÿпене çакса янă хĕвел сÿрĕкрех пăхать. Вăл çулла ытлашши йĕркесĕр пĕçертетчĕ. Хăйĕн хăватне чухламасăртарах пĕтеретчĕ пулас. Апла пулин те вăл ачасене юратать. Унăн яраписем пур пĕрех пирĕн пата ăшшăн çитеççĕ.



2. Кирлĕ чарăну паллисем лартăр. Вуласа тухăр та текста ят парăр.

Ачасем! Ачасем! Пĕлетĕр-и, эпĕ паян мĕн куртăм

Мĕн

Пирĕн пахчари çĕмĕрт çине темĕнле кайăк йăва çавăрнă. Тăватă çăмарта тунă. Эх, çăмартисем мĕнле илемлĕ! Тĕрлĕ-тĕрлĕ, симĕс кăвак.



Тытса пăхрăн-и ыйтрĕ Павел Петрович

Тытса пăхрăм. Мăйăртан кăшт пысăкрах

Кайăкне куртăн-и

Çук, кураймарăм. Те шăпчăк, те пăрчăкан. Киле таврăнсан


куратăп ак тет Мĕкĕте мухтанараххăн

Кураймастăн эсĕ вăл кайăка

Кураймастăп Мĕншĕн тĕлĕнсе ыйтать Мĕкĕте

Мĕншĕн тесен çын алли тĕртĕннĕ йăваран сивĕнеççĕ кайăксем ăнлантарса пачĕ Павел Петрович


(Г. Харлампьев.)

3. Диалогра кирлĕ чарăну паллисем лартăр.

Кеша, инкеке лекрĕм, çăл-ха


Мĕн пулчĕ
Пуç мими шĕвелчĕ
Эппин, больницăна кай
Больницăра юсаймаççĕ çав ăна. Эсĕ кăна çăлма пултаратăн...
Мĕнле майпа
Арифметикăпа çыртарса илтер те — пулчĕ. Ĕнер ерçеймерĕм, ĕçсем чăрмантарчĕç...
Ерçмеллеччĕ, ара, мечĕк хыççăн сахалтарах чупмаллаччĕ.

(Ал. Галкин.)

4. Предложенисене вуласа тухăр. Чĕнÿ сăмахĕсене (обращенисене) тупăр, чарăну паллисемпе уйăрăр.

1. Туссем калаçнă чух тăван чĕлхемĕм


Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. (Я. Ухсай.)


2. Эй тăван чĕлхемĕр эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар; хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн.

(А. Артемьев.)
3. Чăваш чĕлхи ăсти кăварлă
Чĕрÿ сан сисĕ чĕннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене. (Çеçпĕл Мишши.)


4. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ.
Тин ирĕке тухрăн тĕп чăваш чĕлхи. (Çеçпĕл Мишши.)

5. Чăваш сасси


Сана кам урăх:
«Йăваш вăл...» — тейĕ-ши хăйса? (А.Галкин.)


6. Тавтапуç сана тĕнче
Симĕс курăкушăн,
Çилпеле пăшăлтатан
Тăпăлкка çăкушăн. (С. Шавли.)


7. Кăмăллă çĕр-шывăн кăмăллă чĕлхиçĕм
Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху. (Çеçпĕл Мишши.)

5. Текста предложенисене уйăрăр.

Илемлĕ-çке çуллахи ир тавралăх уçă тап-таса вăрманта кайăксен туйĕ кĕрлет кураксем сывлăмпа йĕпеннĕ чечексем те тап-таса йĕп-йĕпе тин тухнă хĕвел пайăрки вĕсем çинче çулăм пек вылять йăлтăртатса тăрать.


(В Алентей)

6.Предложенин тĕп членĕсене тупăр та хĕрлĕ тĕспе паллă тăвăр.

Шкул умĕнче ем-ешĕл çаран выртать. Хурăн тăрринчен тĕл-тĕл сарăхнă çулçăсем вĕлтĕр-вĕлтĕр ÿккелеççĕ. Тÿпене çакса янă хĕвел сÿрĕкрех пăхать. Вăл çулла ытлашши йĕркесĕр пĕçертетчĕ. Хăйĕн хăватне чухламасăртарах пĕтеретчĕ пулас. Апла пулин те вăл ачасене юратать. Унăн яраписем пур пĕрех пирĕн пата ăшшăн çитеççĕ.



(В. Элпи.)

7. Текста ят парăр.

Çĕр çинче пур халăх та пылăн сиплĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлнĕ. Вырăссен алăпа çырнă сипленмелли кĕнекисенче нумай эмел рецепчĕсенче пыл пуррине çырса кăтартнă. Халăх медицини кăна мар, хальхи наука медицини та нумай чирсенчен сипленĕ чух пылпа усă курать. Пĕр кашăк пыл пĕр тумлам сывлăх парать. Кунсăр пуçне пыл йÿçĕ таблетка мар, ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те питĕ тутлă эмел. Вăл вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать.

Историре пыла пĕчĕккĕн пулин те яланах çинĕ çынсем нумай пурăнни, çивĕч те активлă пулни, ватăлсан та чирлеменни паллă. Авалхи паллă врач Гиппократ çынсене сиплеме пылпа анлă усă курнă. Пурнăçа вăрăмлатас тĕллевпе вăл кашни кун пыл çиме хушнă.

8. Сăмахсене вуласа тухăр. Предложени пултăр тесен вĕсемпе мĕн тумалла? Предложенисем тăвăр.

1. Тăван, çĕр-шыв, ум, тивĕç, чыслăн, пурнăçла .


2. Кĕпер, урлă, каç, вăрман, курăн, кай.
3. Аркаш, ик, умлăн-хыçлăн, хам, мĕн, кур-илт, çинчен, тĕпĕ-йĕрĕпе, кала, пар.

9. Çак омонимсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантару сăмахĕпе усă курса, кăтартса парăр.

Т ĕ с л ĕ х: шăпăр- урай шăлмалли япала; вĕрсе каламалли музыка инструменчĕ

Çу-


Хур-

Карас-


Вăрă-

Хут-


10. Панă предложенисенчи сăмах майлашăвĕсене çырса илĕр.


1. Вăл çырма тĕпне анса шыв ĕçрĕ.

2. Тин вĕçсе килнĕ тăрисен

юрри уйрăмах хаваслă.

3. Силпи чăваш ялĕнче юр ирĕлчĕ васкаса.



4. Çунатлă хăнасене тивĕçлипе кĕтсе ил.







11. Çак сăмах майлашăвĕсемпе усă курса предложенисем йĕркелĕр.

Ĕçрен хăракан

Çуллахи кун

Кула-кула çиет

Çăкăртан асли

Кая юлсан

Çиччĕ виç

Ĕçрен ан хăра

Кĕрĕк арки

Аптăранă кăвакал

Тухман çын



ыр кураймасть

12. Лексика пĕлтерĕшĕ тăрăх сăмахсене тупăр.





1. Аннен амăшĕ.

1.

2. Сĕте йÿçĕтсе тунă апат.

2.

3. Килти пĕр чĕрнеллĕ шултăра выльăх.

3.

4. Çулталăкри чи ăшă вăхăт.

4.

5. Вĕçмелли аппарата тытса пыракан специалист.

5.

6. Çулçăллă, йĕкеллĕ çирĕп йывăç.

6.

7. Çăвартан сывлăш юхăмĕ кăлар.

7.

8. Хаваслăха, савăнăçа кăтартакан,

сывлăша вăйлă чĕтретнипе пулакан сасă.



8.

9. Тăван çĕр-шыва, халăха юратакан çын.

9.

10. Авăрлă, касмалли-чутламалли хатĕр

(инструмент).



10.

11.Вутпа пĕтер.

11.


Тĕрĕслесе пĕлмелли сăмахсем: лаша, çулла, кулă, патриот, лётчик, юман, вĕр, пуртă, çунтар, кукка, турăх, кукамай.

13. Сăмах майлашăвĕ вырăнне пĕр сăмахпа усă курăр та çырса хурăр.

Чăваш Республикин тĕп хули —

Раççей тĕп хули –

Хурçă ут

Хир карапĕ —

Халăх сăмахлăхĕ —

Шурă ылтăн

Симĕс ылтăн –

Хура ылтăн –



14. Сăмахсене сыпăксем çине уйăрма тата ударениллĕ сыпăка тупма пĕлнине ĕнентерĕр. Ударениллĕ сыпăка хулăн шрифтпа паллă тăвăр. Тĕслĕхрен: çĕ-лен

Вăрманти чи хăрушă çĕлен — йĕке çĕлен. Çурмалла касса тат — ним те мар уншăн. Сăхрĕ пулсан хĕвел аниччен чĕрĕ юласси çинчен шутламалли те çук.(23)



— Пысăк мар тесе ан кала,— терĕ кĕтÿç,— ун вырăнне вăл пăхăр! (11)
Чăнах та, йăлтăркка пăхăр йĕке пек. Вăрманти сукмак çинче лăпкăн пăхса выртать.



  1. Сирĕн словарь тумалла. Çак сăмахсене алфавитпа кам хăвăртрах та тĕрĕсрех вырнаçтарса тухĕ?

Çарăк, çапăн, çанă, çаран, çаврака, çапах, çарран, çарамас, çарал, çава, çавă, çаврашка, çамрăклан.


  1. Ă, ĕ сас паллисене тĕрĕс çырăр.

Пуш уйахен веçенче
Хевел пахре ашатса;
Силпи чаваш яленче
Юр ирелче васкаса.


Тусем, сартсем хуп-хура
Юре кайса петнерен;
Тухать курак çап-çара
Хевел хыта хертнерен.


Сиве, хаяр хел иртет,
Каять йерсе, хурланса;
Сиве куççульпе йерет,
Иртне куншан хуйхарса.


Путаксемпе, варсемпе çемерелсе шыв керлет, Анчах, менле йерсен те, Хевел хертнеçем хертет.

К.В.Иванов


Достарыңызбен бөлісу:


©netref.ru 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет