Андреева Зоя, 8 класс



Дата17.05.2020
өлшемі48.13 Kb.
Андреева Зоя, 8 класс

Хамăн çывăх тусăма, Катя Николаевăна, çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа çак сăвва парнелетĕп.
Çуралнă кун
Сан паян уявлă кун -

Сан паян çуралнă кун.

Эс телейлĕ çĕр çинче,

Çакă çутă тĕнчере.


Çитнĕ санăн тусусем,

Илсе килнĕ саламсем.

Чечексемпе парнесем -

Пулчĕç сан валли вĕсем.


Мĕнле лайăх ташлама,

Мĕнле лайăх савăнма,

Юлташсемпе тĕл пулса

Хĕпĕртеме, йăл кулма.


Эс телейлĕ çĕр çинче,

Çакă çутă тĕнчере.

Сан паян уявлă кун -

Сан паян çуралнă кун.



Юратнă вĕрентекенĕм
Кам-ха пире вĕрентет,

Кам-ха пире юратать,

Кунĕн-çĕрĕн ăс парса

Мăн çул çине кăларать?


Каçченех шкулта ĕçлет,

Ывăнма та вăл пĕлмест.

Ачасемшĕн тăрăшать,

Кашниншĕнех кулянать.


Ĕмĕрех асра эп тытатăп

Хам учитель сăмахне.

Ăшăмра хывса хăварăп

Унăн çутă сăнарне.


Тавтапуç, вĕрентекенĕм,

Манăн чунăмри хĕлхемĕм.

Саншăнах чечек çыххи

Пултăр пуринчен хитри.




Çуркунне
Килсе çитрĕ çуркунне!

Вĕçсе килĕç кайăксем.

Конькипеле йĕлтĕре

Хывса хучĕç ачасем.


Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,

Курăк та шăтса тухать.

Шăтса тухĕç чечексем-

Пит илемлĕ çеçкесем.


Кураксем турат йăтса

Çавăрса лартрĕç йăва.

Шăнкăрчсем те тăрăшса

Шăрантарчĕç халь юрра.



Манăн йăмăк
Ман юратнă йăмăк пур,

Вăл ĕçчен те пит маттур.

Юратать ĕне сума,

Юрлама та ташлама.


Шкулта лайăх вĕренет,

«Пиллĕксем» кăна илет.

Математика умра-

Юратать вăл шутлама.


Куçĕсем аттен пекех,

Сăнĕ те вара пĕрех.

Анненни пек йăл кулли,

Ĕçре маттур ун алли.


Ирхине ирех тăрать,

Çăвăнма вăл тытăнать.

Супăне ярса илет,

Кăпăкне вăл сирпĕтет.


Йăмăк ман урай сĕрет,

Апатне те пĕçерет.

Йĕлтĕрпе чупа- чупа

Ăмăртать вăл Наçтукпа.


Шашкăлла вăл çĕнтерет,

Шахмăтла та вĕренет.

Ăмăртса çилпе чупать,

Пуринчен иртсе каять.


Аннене вăл юратать,

Аттепе кино курать.

Ĕлкĕрет вăл пур çĕрте,

Эс те пул ун пек хитре!


Юратнă анне
Çакă çутă тĕнчере

Хитри çук та аннерен.

Çакă çутă тĕнчере

Ăшши çук та аннерен.


Аннен алли - чи ăшши,

Аннен чунĕ - чи таси,

Аннен пичĕ - чи хитри.

Анне - пуринчен хакли!


* * *

Тĕнчере чи хитри

Никам çук аннерен

Унăн ылтăн алли

Ăшăрах хĕвелтен.
Çут хĕвел пăхнă пек

Юратать вăл пире.

Хирти сар чечекрен

Хитререх тĕнчере.


Ман анне пек хитри

Никам çук тĕнчере.

Унăн ăшă кулли

Тухас çук чĕререн.

ПУЛǍРА

Урама эп тухрăм



Вăлтана илсе.

Кÿл енне эп чупрăм

Пит хĕпĕртесе.
Кÿл хĕрне эп çитрĕм

Савăнса, çиçсе.

Вăлтана эп хутăм

Лайăх çĕрелле.


Ак çакланчĕ пулă

Манăн вăлтана.

Сиккелерĕ пулă—

Ятăм витрене.


Каç енне тултартăм

Пĕр витре патне.

Хĕпĕртерĕ чунăм

Телее пĕлсе.


Кăмăллăн эп çитрĕм

Пулăран киле.

Витрене тыттартăм

Анне аллине.


Савăнчĕ вăл, кулчĕ

Тав туса мана.



Телейĕм те тулчĕ

Шăпана савса.


Достарыңызбен бөлісу:


©netref.ru 2019
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет